Тилхепе тыт 1. править лошадью; 2. быть [стоять, находиться] во главе чего.
1. Эпир уя-хире иленнĕ, Атте-анне пехилĕпе Мĕн ачаран çунса çӳренĕ Тытса курасшăн тилхепе. Ю. Семенов. Ларса пырать вăл, шĕшлĕ, шĕпĕн пек, Ăçта унта — тытасшăн тилхепе. С. Шавли. Мана, çĕтĕк-çатăка, çуна тĕпĕнче улпутла ларса пыни килĕшмĕ, ларкач çине тилхепе тытса ларас пулĕ. М. Кипек. 2. Шутлаççĕ халăх пурлăхне васкавлăн Шут шăрçиеем, арифмометрсем. Çак ырлăхшăн сире епле мухтамăн, Колхоз тилхепине тытакансем. Ю. Семенов. Ашшĕ сăмахне ывăлĕ манмасть, халăх шанса панă пурнăç тилхепине çирĕп те пĕр тикĕс тытса пырать. Коммунизм ялавĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
тилмере тилпĕрен тилпĕрен çырли тилпеке « Тилхепе тыт » тилхепере лар тилче Тилчен тильда тиляпи